
ЧР Цифра министрӗн виҫҫӗмӗш ҫум тупӑннӑ. Ку пукана Игорь Спиридонов йышӑннӑ.
Игорь Михайлович – 35 ҫулта, вӑл МФЦра ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, унтан директорӑн филиалсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
Палӑртмалла: халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн виҫӗ ҫум: Екатерина Грабко, Алексей Гурьянов тата Игорь Спиридонов.

Шупашкар хулин администрацийӗн Йӑлӑмри территори пайне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должнорҫре Олег Алексеев тӑрӑше.
Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов ҫӗнӗ ертӳҫӗпе ирхи планеркӑра тунтикунах паллаштарнӑ-ха. Ку хыпара официаллӑ сайтра ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Олег Алексеев унччен «Инженери хӳтлӗхӗ» обществӑна ертсе пынӑ.

Кулавккара ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Прокурор присягине прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшнӑ Дмитрий Яранов тытнӑ.
Яваплӑ ҫак мероприяти республика прокуратуринче пулса иртнӗ.
Унта ҫамрӑк прокурорӑн тӑвӑнӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те хтушӑннӑ.
Республика прокурорӗ Эдуард Гиматов прокурор пулса ӗҫе пуҫӑнакан ҫамрӑк специалиста ӑнӑҫу суннӑ.

Чаваш Ен Правительствинче кадрпа ҫыхӑннӑ черетлӗ улшӑну пулса иртнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Николай Кадеева ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ документа республикӑн влаҫ орагнӗсен офицаилла порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл темиҫе кун маларах хӑйӗн ҫумӗпе Валерий Черновпа паллаштарнӑ. Шӑпах вӑл халӗ хулапа пӗрлештернӗ Канаш округӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Сӑмах май, ку пукан ҫине икӗ ҫынран пӗри ларма пултарнӑ: Валерий Чернов е Наталия Суркова. Валерий Чернов вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 23 ҫул ӗҫленӗ.

Канаш хулинче пӗр ҫурт халӗ те ӑшӑсӑр пулнине, ҫавна май хула администрацийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайма заявлени ҫырса панӑ. Ҫакӑ, ахӑртнех, ҫак пӑтӑрмахпа, ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май, унччен Канаш хулин администрацийӗ пур ҫурта та ӑшӑ панӑ тесе отчет тунӑ.

Федерацин ӗҫ служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн ҫӗршывра декретри 14 ытла хӗрарӑм «Демографи» нацпроектпа килӗшӳллӗн вӗренсе тухнӑ.
Ҫамрӑк амӑшӗсем персоналпа ӗҫлекен специалиста, бухгалтера, социаллӑ сферӑри психолог, информресурс енӗпе специалиста, маркетплейссен аналитикне, программиста, графика дизайнера вӗренсе тухаҫҫӗ.

Пӑрачкавра пурӑнакан хӗре патшалӑх ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ.
Анна Россейкина Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумӗнче вӗреннӗ. Анчах вӑл специальноҫпа ӗҫ тупайман енне ӗҫлӗх центрне кайнӑ.
Унта вӑл ӗҫсӗрлӗх пособийӗ илсе тӑнӑ. Кӗҫех ӑна Пӑрачкав районӗн хаҫатӗнче ӗҫлеме сӗннӗ. Вӑл унта корреспондент пулса тӑрӑшӗ.

Чӑваш Республикин ҫар комиссарне Бахтиёр Холикова должноҫран хӑтарнӑ. Ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Сергей Сергеев подполковник пурнӑҫлӗ.
Бахтиёр Холикова ҫак тивӗҫе 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе пурнӑҫланӑ.
Унччен Чӑваш Республикин ҫар комиссариатне Александр Мокрушин ертсе пынӑ.

Зумерсем ӗсре хӑвӑрт ывӑнаҫҫӗ. Ку вӑл тӗнчипех ҫапла иккен. Вҫӗм ӗҫрен каясси пирки час-часах шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ HR News ыйтӑм ирттерсе. Ҫав вӑхӑтрах миллениалсемы ӗҫрен кайма шухӑшламаҫҫӗ, тӗпленсе пӗр вырӑнта тар тӑкаҫҫӗ.
Зумерсенчен 48 проценчӗ ӗҫре калама ҫук ывӑнать, 59 проценчӗ ҫитес икӗ ҫулта ӗс вырӑнне ылмаштарасшӑн. Зумерсенчен 26 проценчӗ шухӑгшланӑ тӑрӑх, миллениалсем ӗҫре юлса тимлеме хӑнӑхнӑ.
